Чӑвашла шухӑшла

Чӑвашла шухӑшла

@chushu

Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр

431подписчиков
🇷🇺

Похожие каналы

Все →

Последние посты

Хӑвӑрт каларӑшсемАлтӑр ҫӑлтӑр ҫич ҫӑлтӑр, ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр, ҫич хут каласан сӑвап пулать. Вӑрман варринче ватӑ вӗрене ҫулҫи вӗл-вӗл вӗҫет.Качӑр-качӑр качака кӗрсе кайнӑ картана.Куҫма куҫӗ уҫӑ, куҫӗнчи куҫҫулӗ йӳҫӗ.Пӑнтӑр-пӑнтӑр параппан, пӑнтӑртатать пит аванУтрӑм-утрӑм улма тупрӑм, улталарӑм кӗмӗл тупрӑмВӑрман витӗр утрӑм —утрӑм,. Хӗрлӗ питлӗ улма тупрӑм. Улма тупрӑм — ҫисе пӑхрӑм,. Ҫисе пӑхрӑм — шутсӑр тутлӑ.

14 мар. 2026 г.266В Telegram

Салам, туссем. Кан – вӑл массаж кӑна мар, эпӗ тата канмалли мероприяти ирттеретӗп.Ку шӑматкун, мартӑн 7-мӗшӗнче 12:00 Кӑнар библиотекинче улах ирттеретпӗр.Мӗн вӑл?Пӗрле пуҫтарӑнса хутран вуласа чӑваш юррисене пӗрле юрлатпӑр. Ун умӗн сывлав упражненисене тӑвӑпӑр. Ӳпке валли питӗ лайӑх мероприяти ку.Эпӗ юрлама пӗлместӗп, пыма хӑратӑп...Ан хӑрӑр. Эпӗ те юрлама пӗлместӗп. Эпир концерт валли мар, отчет валли мар, хамӑр валли юрлӑпӑр. Вӑхӑта лайӑх ирттерӗпӗр.Мӗн илсе пымалла?Нимӗн те. Сӑмса шӑнкарма хӑвӑра валли салфетка илсе пыма пултаратӑр.Мӗн хакӗ?Укҫасӑр. Библиотекӑпа пӗрле мероприятие ирттерӗпӗр.Пурне те кӗтетӗп. Ыттисене те чӗнӗр.

4 мар. 2026 г.345В Telegram
Чӑвашла шухӑшла — пост в ТГ канале

📚 Яндекс валли, хӑйсен OCR (нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен текста палласа илмелли хатӗр; Finereader пекки) валли хамӑн архиври материалсене пухатӑп.20 гигабайт пухса ҫитертӗм ӗнтӗ. Кунта мӗн пухатӑп: ӳкернӗ кӗнекесем тата вӗсене саспаллантарнӑ хыҫҫӑн тӗрӗслесе тухнӑ текстсем. 500–600 ӳкерчӗк ыйтрӗҫ, анчах мӗн чухлӗ ытларах, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах терӗҫ те мӗн чухлӗ пур ҫавӑн чухлӗ ярса парасшӑн. Тӗрӗсленӗ текст файлӗ ман 300 ытла. Хальлӗхе 58 папка хатӗрлерӗм-ха.Материалсене вӗсен патне ҫитерме 256 гиг калӑпӑшлӑ флешка та ярса пачӗҫ. Ҫитмелле пек. 58 папка 20 гигабайт кӑна йышӑнчӗ. Малалла ҫавах та фотосем ытларах кайӗҫ (паян пухнисенче PDF нумай лекрӗ), апла пулин те 256 ҫитмелле.Ку материала пурин валли те усӑ курмалла вырнаҫтармалла та, анчах сӑнӳкерчӗксем ҫинче ман пӳрнесем, хӑш чухне урасем те (ара кӗнекене тытма кирлӗ те) тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавна май уйрӑммӑн кӑна сарма пултаратӑп.Паллах, кайран Яндекс хӑйӗн OCR-не чӑваш чӗлхиллӗ текстсене лайӑх палласа илмелле тусан унпа кӗнекесене хӑвӑртрах саспаллантарма май пуласса шанатӑп. Gemini 3 Pro ку енӗпе пит аван ӗҫлет, анчах нумай-нумай файл ярса пама май ҫук... Те хам пӗлсе ҫитеймерӗм. Яндекс ҫак ҫитменлӗхе юсасан аван пулӗччӗ.#кулленхиӗҫ

22 февр. 2026 г.331В Telegram
Чӑвашла шухӑшла — пост в ТГ канале

Çамрăксен форумĕ 2026!Шупашкар! 28.03.26 — шăмат кун!Аван-и?) Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарта Ҫамрӑксен форумӗ иртӗ. Вӑл Чӑваш наци музейӗнче (Хӗрлӗ лапам, 5/2) 10:00 сехетре пуҫланӗ.Форумăн тĕллевӗ — чӑвашла калаҫмалли хутлӑх йӗркелесе тĕрлĕ енпе тăрăшакан çамрăксен ӗҫӗсемпе, пултарулӑхӗпе тата проекчĕсемпе паллашасси.Паянтанах эпир форумӑн тӗп ҫыннисене — тухса калаçас кăмăллă ҫамрӑксене — шырама пуҫлатпӑр.Эсĕ хăвăн пултарулăху пирки, хăвăн профессию пирки е пĕр-пĕр кăсăклă проекту ҫинчен чăвашла каласа параятăн пулсан — çак каçăпа анкета тултарма ыйтатпăр:https://forms.gle/aJBGsr2ALUfSahJJ8   Анкетӑсене нарӑс уйăхĕн 28-мĕшĕччен йышăнатпăр (28.02.26).Çамрăксен форумне хăна пек кĕме çак каçăпа регистрациленсем: https://forms.gle/2CY1Gz14VNNr6v789Çак хыпара малалла сарса çынсене пĕлтерме ыйтатпăр. Çамрăксен форумĕнче тĕл пуличчен!

4 февр. 2026 г.327В Telegram

Магистрант ФГБОУ «Московский психолого-педагогический университет» Татьяна Джус (ТГ @Savnislu, почта t.dzhus@mail.ru) пишет диссертацию по этнической идентичности подростков-чувашей старшего возраста (14-17 лет). В исследовательских целях проводит анонимный и конфиденциальный опрос, результаты которого станут основой будущих образовательных проектов. Исследовательница очень просит подростков-чувашей этого возраста откликнуться и принять участие в опросе. Это важно для понимания, как подростки определяют себя и относятся к своей этнической принадлежности.Поделитесь, пожалуйста, этим сообщением с теми, кто может стать участником исследования.Опрос проводится до 15 марта 2026 годаСсылка на опрос: https://anketolog.ru/savnislu

31 янв. 2026 г.359В Telegram
Чӑвашла шухӑшла — пост в ТГ канале

Мӗнле колоритлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗ тупӑнчӗ. Илтнӗ-и, усӑ курнӑ-и?

17 янв. 2026 г.533В Telegram

Ачӑрсене кӑтартма ан манӑр! 🥰Не забудьте показать своим детям ! ❤️P.S. Если было полезно, не скупитесь на ваши чӗрешки ❤️.

14 дек. 2025 г.455В Telegram

Хӗвел пӑхать, йӑл кулатьҪумӑр ҫӑвать, кӑмпа шӑтать.Ҫулла васкать - савӑнтарть,Мӗн пур ача урама тухать!Ҫил вӗрет, йывӑҫ кашлать,Пӗлӗтпеле тӳпе тулать.Ку кӗркунне - савӑнтарать,Мӗн пур ача шкула чупать!Шур юр ҫӑвать, ҫӗр пытанать,Уй-хир вӑй-халне пуҫтарать.Хӗлле васкать - савӑнтарать,Мӗн пур ача юр кӗлетки тӑвать!Юр ирӗлет, кайӑк юрлать,Ҫӗн курӑк ешере пуҫлать!Ку ҫуркунне - савӑнтарать,Мӗн пур ача ҫӑва кӗтет!

14 дек. 2025 г.599В Telegram

Пурте пӗлекен чӑваш халӑх юррисен пуххи. Кӗвви тата юрри кунта, юрлас кӑмӑл пур пулсан, усӑ курма пултаратӑр.https://disk.yandex.ru/d/MnWuo8bhwHEeaw

3 дек. 2025 г.439В Telegram

Йӑлт ӑнланӑть, нимте калаймастьХальхи вӑхӑтра ман курӑмра темиҫе икӗ чӗлхеллӗ ҫемье пур. Тӑваттӑ, тӗрӗсрех каласан. Вӗсенчен иккӗшӗнче ачисем ашшӗ-амӑшӗн тӑван чӗлхипе калаҫаймаҫҫӗ, амӑшсем ҫавӑн пирки питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ.Мӗн пирки ҫапла пулать?Урӑх чӗлхе ӑнланас тесен пирӗн нумай сӑмах пӗлтерӗшне тата грамматика пӗлмелле. Хӑть те мӗнле чӗлхепе те калаҫса каяс тесен вара пире активлӑ сӑмахсар (словарь) кирлӗ. Ку таҫта йывӑртарах.Мӗншӗн калаҫса кайма йывӑр?1. Йӑнӑш тума хӑранипе.Нимте тумасан кӑна йӑнӑшма ҫук. Ырӑ, туслӑ, пулӑшакан, йӑнӑшшӑн намӑслантарман та чӑтӑмлӑ ҫынсемпе калаҫма пуҫламалла.Асра тытмалла -- пурте йӑнӑшран пуҫлаҫҫӗ. Эпир ача чухне те 5 ҫултан сахал мар йӑнӑшсемпе калаҫатпӑр.2. Сахал усӑ курнипеПирӗн пуҫ мими -- сӗре наян япала. Кирлӗ мар тесе шутланакан нейронсенчен вӑл пӗрмай хӑйне хӑй тасатсах тӑрать. Ҫавна кура ача чухне вӗреннӗ пулсан та, нумай ҫул калаҫмасан чӗлхе ҫыхланса ларать (ун чухне калаҫса кайма пурпӗр ҫӑмӑлтарах, ҫавӑн валли йӗркеленнӗ нейрон ҫулӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫ тӑршшӗпе ҫухалмаҫҫӗ).Чи кирли кунта -- эрнере пӗр-ик сехет те пулин практика пурри. Чӑннипе, ку индивидуаллӑ япала: кама вӑхӑт нумайрах кирлӗ, кама сахалтарах та ҫитет. Хутран-ситрен кӑна усӑ курнин усси сахал. Сухалӗ те ҫук.Нейрон ҫулӗ сукмак пек -- нумайрах усӑ курсан сӑмах патне каякан ҫул лайӑхрах та меллӗрех пулать. Курӑк та унта кӑпӑр-капӑр ӳсме пуҫламасть.#нумай_чӗлхелӗх

30 нояб. 2025 г.553В Telegram

Салам, туссем. Пӗчӗк ачасем валли ҫакӑн пек халап ҫыртӑм. Яланхи пекех, ӑна малтан сире кӑтартасшӑн. Хӑш сӑмахне улӑштарсан лайӑхрах тетӗр пулсан, комментаринче ҫырса ярӑр. Мӗн шухӑшланине те ҫырса ярӑр.Ку кӗнеке ҫинчен шухӑш Эверест тӗп лагерӗ патне утнӑ чухне пырса кӗнӗ. Вара ҫыраймасӑр пултараймарӑм.Кайӑксем куҫҫуле типӗтрӗҫ- У-у-у! - макӑрать Диана. - А-а-а! Яшкри сухана ҫиес килмест!Диана паян кунӗпе тулта вылярӗ. Ывӑнчӗ. Хырӑмӗ выҫрӗ, анчах яшкине вӑл ҫиесшӗн мар. Ун вырӑнне эклер пулсанах!— Шӳрпине те пулин сыпса яр, - лӑпкӑн хистет ашшӗ.Диана ҫиес тесе кашӑка алла тытать:- Кашӑкки таса мар!Ашшӗ ӑна ҫӑвать.- Халӗ йӗпе!Дианӑна пурте япӑх пек туйӑнать. Вӑл макӑрса ярать.Сасартӑк кантӑкран шаккаҫҫӗ:- Уп-уп!Хыркук (удод) вӗҫсе кӗрет. Кайӑкӑн сӑмси вӑрӑм, пуҫӗ ҫинче тӗлӗнмелле кулӑшла тӗпек.- Уп-уп! Эсӗ макӑрнипе эпӗ нӑрӑ тытаймастӑп! Сассуна илтсен тӗкӗм кӑнт тӑрать!— Сан тӗпекӗ пуҫ ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хӳре пекех, - кӑшт кулса илчӗ Диана.— Ан йӗкӗлте, хӗрача, - кӳренет кайӑк. - Ман мӑшӑра вара вӑл питӗ килӗшет!Пуҫӗ ҫинче пӗр ҫӳҫ пӗрчи те юлман Диана ашшӗ ассӑн сывлать:- Манӑн ҫакӑн пек тӗпек пуласчӗ.Кайӑк Дианӑна куҫӗнчен тӳррӗн пӑхать:- Ма куҫҫуль кӑларатӑн. Мӗн пулчӗ?- Пурте мана кирлӗ пек мар!- Тен, ачам, эсӗ выҫӑ, ҫавӑнпа йӗретӗн? Тӑхта-ха!Хыркук вӗҫсе тухать. Ҫавӑнтах ӑманпа таврӑнать.- Ме!- Фу-у-у! - Диана питне аллипе хуплать.— Часах таврӑнӑп, - тет те ӗҫлӗ хыркук сасартӑк вӗҫсе каять.Ҫавӑнтах “кеп-кеп” тени илтӗнет.Кукӑр сӑмсаллӑ пӗчӗк хӗрлӗ кайӑк вӗҫсе кӗрет.- Эсӗ нӑйланипе эпӗ хӑраса йывӑҫ ҫинчен персе антӑм!- Сӑмсу ҫине ӳкрӗн-и вара? Мӗншӗн вӑл сан ҫав тери кукӑр?- Эпӗ кукӑрӑсӑмса-иҫ (клест). Сӑмсана пула эпӗ йӗкел вӑррине чакаласа кӑларма пултаратӑп, юратнӑ чӗпсене тӑрантаратӑп. Мӗн пулнӑ сана, хӗрӗм?Диана кукӑрсӑмсана хӑлхинчен пӑшӑлтатса калать:— Мӗншӗн макӑрнине хам та астумастӑп ӗнтӗ. Аттене ан кала кӑна.— Юрать. Тен, санӑн тутли ҫиес килет? Апат ман кӑмӑла яланах хӑпартать. — Кукӑрсӑмса тӗкӗнчен хыр вӑрри кӑларать те Дианӑна тӑсса парать. Хӗр ача ӑна

28 нояб. 2025 г.415В Telegram

ДЕТСКАЯ ЛЕКСИКА – АЧА-ПӐЧА СӐМАХЛӐХӖ(слова, взятые из словаря)агу (обращение к младенцу) – эв; бах (выстрел) – кӑхх; бобо (больно) – пипи; бука (страшное существо) – амам, мамма; бяка – какка, лякка; вода (питье) – ах; гав – ам; грязь – какка; гусь – какак; дитя – папа; еда – амма, мемме; зубы – катти (показать зубы – каттине кӑтарт); козел (коза) – мекеке; корова – мукки; кошка (киска) – пӗҫ-пӗҫ; красивый – тетте; лошадь – пахха, нана; нечистота – какка; милый (малыш) – няня (милому малышу, наверно, хочется баиньки – ачине-нянине паппу па тӑвас килет пуль); ножка – тяппа; падать – аттьу пул; падать (звукоподражание) – тӳт ту (смотри, упадешь – ас ту, тӳт тӑватӑн); пища – амма; поесть (просить) – амма пар, мемме пар; разукрашенный – тетте; ребенок – папа; сахар – каття; сладкое – тӳттӳ; собака – мукка, няхха; сон – паппа (ребенку хочется баиньки – ачан паппи килет, сейчас будем баю-бай – халех паппа тӑвӑпӑр!); топ-топ (о неуверенных шажках) – тяп-тяп; хлеб – мемме, ненне; яйцо – матяк; яркий - тетте

11 окт. 2025 г.490В Telegram

Эпӗ иртрӗм 🙂

24 сент. 2025 г.472В Telegram

Дорогие друзья, предлагаю Вашему вниманию анкету в рамках моего исследования чувашской идентичности. Ваши ответы абсолютно анонимны, конфиденциальны и будут использованы лишь для проведения данного исследования. С огромной к Вам благодарностью за участие и помощь, студентка магистратуры факультета социальной психологии МГППУ, Галина Новикова. (На вопросы, касающиеся анкеты и исследования, рада ответить по электронной почте mma.ngv@gmail.com)https://docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSeeLp9Xw7yc0nSy4XQg55r9GLHfN3c8NStePJb9fbUef0mFnw/viewform

24 сент. 2025 г.528В Telegram